Чăваш чěлхи эрнин 4-мěш кунě

Паян   8 –мĕш класра З.Башириăн  „Чăваш хěрě Униççе. Чуваш кызы Әнисә” калавĕ тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие пухăннисем калава аса илнĕ май тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç, калаври тĕп шухăша палăртрĕç. Пурнăçра темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама май пур, кирек епле лару-тăру сиксе тухсан та малалла талпăнмалла, йывăрлăхпа кĕрешмелле тесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Вулав конференцийĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ.