Паян «Çемье ăшши – чун ăшши. 2017 – амăшěпе ашшěн çулталăкě» ятлă сочинени конкурсĕ иртрĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем - ачасен шухăшлавне, вулав туйăмне аталантарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси. 4а класра вĕренекенсем сочинени конкурсне хутшăнчĕç. Тарăн шухăшлă, тĕрлĕ стильпе çырнă сочиненисем пулни жюри членĕсене уйрăмах савăнтарчĕ.