Чăваш чěлхи кунě

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пěтěм халӑх чӑваш чӗлхи кунне уявлать. Çамрăк ӑрӑва чăваш чӗлхи пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, чăваш чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе, шкулра кӑсӑклӑ мероприяти иртрě. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи — чун уççи» литература композицийӗпе паллаштарчěç. Ачасем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарчěç. Аслӑрах ӑрурисем вара чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе уява пуянлатрěç. 3 «а» класра вěренекен ачасем «Йăва» юмаха выляса кăтартрĕç. Юмахăн тĕп тĕллевĕ – ачасенче туслăх туйăмне вăйлатасси, ваттисене, инкекри çынсене пулăшасси, шкулта тăрашса вĕренесси пулчĕ. Куракансем – вĕренекенсем, вěрентекенсем çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.