Чăваш чěлхи эрнин 1-мěш кунě

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та шкулта Чăваш чĕлхи эрнине ирттерме палăртрăмăр. Вăл ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен тăсăлĕ. Паян Чăваш чěлхи эрнин 1-мěш кунě.  Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. 3 тата 5 –мĕш клас ачисем хăйсен пĕлĕвне,  тавракурăмне "Мĕн?  Ăçта?  Хăçан?" брейн - ринг вăйăра тĕрĕслерĕç. Вăйăра ачасен  çирĕп ăс -  тăнĕ палăрчĕ. Анчах та ăслинчен ăслăраххи  пур тени тÿрре тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна  Садертдинова Айзиле  тухрĕ. Иккĕмĕшпе  виççĕмĕш вырăнсене  вара Фейзрахманов Илнурпа Зиннетуллина Гелсу   пайларĕç.